Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
20 Мартӑн 2023, 12:53

Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ

Кӑҫал мероприятие Педагогпа наставник çулталӑкне халалланӑ.

Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ

Кӑҫал мероприятие Педагогпа наставник çулталӑкне халалланӑ.

Пушкӑрт тӗп хулинче пуш уйӑхӗн 17-мӗшпе 18-мӗшӗнче "Арт-Курултай" культура форумӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем, влаҫ органӗсен представителӗсем, федерацин професси спикерӗсем, культура деятелӗсем, общественниксем, волонтерсем, Мускавран, Донецкран, Таджикистанран, Беларуçран килнӗ хисеплӗ хӑнасем, воспитани тата вӗренӳ ыйтӑвӗсене, ҫавӑн пекех Волонтер юхӑмне тата Пушкӑрт Республикинчи культура сферинчи чи лайӑх инклюзивлӑ практикӑсене сӳтсе явнӑ.

Форум ӗҫне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров та хутшӑннӑ. Вӑл культура деятелӗсен пысӑк ӗҫ – нумай нациллӗ культура йӑли-йӗркисене, историлле астăвăма тата ҫамрӑксене воспитани парасси - пулнине палӑртнă. Радий Хабиров Пушкӑртстанри пултарулӑх коллективӗсене республикӑри боецсене малти линире пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Мобилизациленисен шутӗнче культура ӗҫченӗсем те пуррине палӑртнӑ регион ертӳҫи.

Форум шайӗнче ҫавӑн пекех Раҫҫейри культура аталанӑвӗн ҫӗнӗ тренчӗсене тӑратнӑ тематикӑпа интерактивлӑ секцисем йӗркеленӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-20/v-ufe-zavershil-rabotu-tretiy-kulturnyy-forum-art-kurultay-3183452

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Уфара "Арт-Курултай" виҫҫӗмӗш Культура форумӗ ӗҫне вӗҫленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: