Театр – яланах праҫник. Унпа савӑнӑҫ, уҫӑмлӑ туйӑмсем, ҫӗнӗ кăмăл-туйӑм ҫыхӑннӑ. Куракан ҫеҫ мар, спектакле хутшӑннӑ ҫын та пулма епле интереслӗ! Театр шкулчченхи искусство сферисен чи ҫутӑ та илемлӗ тата лайӑх енӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл ӑс-хакӑлпа фантазие аталантарать, ачана пултарулӑхне аталантарма пулӑшать, унӑн хӑйӗн культурине йӗркелет. Театрализациленӗ ӗҫ ачасене тӗрекленме пулӑшать, коммуникативлӑ пӗлӳсене аталантарать, хӑйӗн хакне ӳстерет, сӑмах-юмаха, эмоциллӗ сферӑна аталантарать, ачан шалти тӗнчине пуянлатса кулленхи пурнӑҫа асран кайми ҫутӑ тӗслӗх кӳрет. Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче театрализациленӗ пукане спектаклĕ ирттернӗ.