Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Мартӑн 2023, 21:48

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнен виҫҫӗмӗш кунӗ ҫав тери интереслӗ те пĕлÿллĕ иртнӗ.

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин виҫҫӗмӗш кунӗ, районти ача-пӑча библиотекинче ӗҫлекенсем Ача-пӑча пултарулӑх центрӗпе пӗрле "Литература лабиринчӗ" квест-вӑйӑ ирттернӗ. Ачасене вӑйӑ правилисемпе паллаштарнă та маршрут листисене валеҫсе панă. "Феникс", "Бобры", "Звёзды" тата "Эрудиты" ятлă командăсем "Саспалли пазлĕсем", "Пазлсене пуçтар", "Çухалнă япаласен бюровӗ"," Юптарусем", "А.С. Пушкин юмахӗсем" станцисем тӑрӑх кайнă. Ачасем заданисене хӑвӑрт пурнӑҫланă. Квест-вӑйӑ пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх 1-мӗш вырӑна "Бобры" команда, 2-мӗшне "Эрудиты" команда тата "Звезды" тата "Феникс" командăсем 3-мĕш вырӑна илнӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнен виҫҫӗмӗш кунӗ ҫав тери интереслӗ те пĕлÿллĕ иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнеке эрнин шайĕнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: