Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Мартӑн 2023, 21:28

Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă

"Музейпе ачасем" музей акцине хутшӑнакансем Михайловкăри тата Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулсен вӗренекенӗсем пулса тӑнă.

Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă
Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă


"Музейпе ачасем" музей акцине хутшӑнакансем Михайловкăри тата Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулсен вӗренекенӗсем пулса тӑнă. "Халиччен курман тискер кайӑксен йӗрӗсем" ятлӑ пĕлÿллĕ программа шайӗнче ачасем Пишпÿлек районӗнчи чӗрчунсен тӗнчи ҫинчен пӗлнӗ, чĕрчунсене юр ҫинче ура йӗрӗсем тӑрӑх пӗлме, курӑк ҫиекеннисене тискер кайӑксенчен уйӑрма вӗреннӗ, хӗллехи ыйхӑна мӗнле чӗрчунсем кӗнине пӗлнӗ, вӑрманта пурăнакансемпе тӗл пулсан хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсемпе паллашнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музейсен пĕрлешĕвĕн социаллă сетьри страницинчен.

Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă
Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă
Музейре тискер чĕрчунсемпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: