Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Апрелӗн 2023, 12:24

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ

Кӗнеке —ачаранпах пирӗн шанчӑклӑ тус.

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ

Кӗнеке — шанчӑклӑ, Кӗнеке — пӗрремӗш,

Кӗнеке — ачасен чи лайӑх тусӗ.

Кӗнекесӗр юрамасть пире! –

Ачасем пурте калаҫҫӗ.

 

Апрелӗн 2-мӗшӗнче Ача-пӑча кӗнекин пӗтӗм тӗнчери кунӗ чи паллӑ юмахҫӑсенчен пӗрин - Ганс Христиан Андерсенăн ҫуралнӑ кунпа тÿр килет.

Кӗнекесем ҫырусене аталантарма пулӑшаҫҫӗ, тӗрӗс шухӑшлама, сӑнарсемпе паллаштарма, пулӑмсене тӳссе ирттерме вӗрентеҫҫӗ. Кӗнеке —ачаранпах пирӗн шанчӑклӑ тус, вӑл яланах ҫӗннине вӗрентет, интереслӗ ҫулҫӳревсемпе интереслӗ уçăлусен тӗлӗнмелле тӗнчине кӗрсе каять.

 

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Кӗнекесем ăҫта пурӑнаҫҫӗ?" кӗнеке выставки йӗркеленӗ, кӗнеке больницинче кӗнекесене юсанă, ҫавӑн пекех ачасемпе пĕрле хӑйсен "пӗчӗккисене — кӗнекесем" тунӑ.

С.Н. Степанова,

«Колобок" ушкӑн воспитателӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка"ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: