

Хушăлкари вăтам шкулти информаципе библиотека центрӗнче "Вулакан леди" конкурс ирттернӗ. 5-6-мĕш класра вӗренекенсем литература сӑнарӗсенче куракансем умне тухса тӑнă. Кашни героиня хӑйӗн костюмне кӑтартса хӑйӗн литература геройӗ ҫинчен каласа панă. "Ман чунӑн чи лайӑх тусӗсем" конкурсра ҫамрӑк ледисем литературӑна кӑмӑллани ҫинчен тата хӑйсен юратнӑ кӗнеки ҫинчен каласа панă. "Сӑмах пӗлтерӗшне тупас" конкурсра хӗрачасем справка литературипе усӑ курма хӑнӑхнине кӑтартса панă. "Поэзи минучӗ" конкурсра хӗрачасем хӑйсен актер ӑсталӑхне уҫса панӑ, конкурс кӑсӑк иртнӗ. Ледисем «Ваттисен сӑмахĕсемпе каларăшсене пух" задание те пурнӑҫланă. "Аслӑ çынсен портречӗсем" конкурса хутшăнакансем паллӑ поэтсемпе писательсен портречӗсене тупнă. Конкурсанткӑсем пурте Хисеп хучĕсемпе пылак призсем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.