Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
5 Апрелӗн 2023, 13:00

Виҫӗ ҫул хушшинче Пушкӑртра 72 культура объекчĕ тунă тата ҫӗнетнӗ

Кун пирки Пушкӑрт республикин правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров Патшалӑх Курултайӗнчи канашлура пӗлтернӗ.

Чиновник каланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта культура сферин пӗрлештернӗ бюджечӗ 13 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Андрей Назаров ҫавӑн пекех "Земство культура работникӗ" программа ҫинчен каласа панă, ҫав программа шайӗнче пӗлтӗр 30 специалист пурӑнмалли ҫурт-йӗр е ҫӗр лаптӑкӗсем туянма 500 пин тенкӗ субсиди илнӗ. Унсӑр пуҫне культура учрежденийӗсем культурӑпа массӑллӑ мероприятисене ирттерме техникӑн 94 единицине илнӗ. Ҫуртсене юсас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ те хастар пырать.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе 63 муниципалитетпа хула округӗсем хушма культура событийӗсене йӗркелеме 500 пин тенкӗ илеҫҫӗ.

Палӑртса хӑвармалла, юлашки ҫулсенче, ҫав шутра "Культура" наци проектне пурнӑҫланине пула, культура учрежденийӗсен пахалӑхлӑ улшӑнӑвӗсем пулса иртнĕ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-05/za-tri-goda-v-bashkirii-postroeno-i-obnovleno-72-ob-ekta-kultury-3205124

Виҫӗ ҫул хушшинче Пушкӑртра 72 культура объекчĕ тунă тата ҫӗнетнӗ
Виҫӗ ҫул хушшинче Пушкӑртра 72 культура объекчĕ тунă тата ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: