Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Культура
11 Апрелӗн 2023, 10:41

Хавхалантарса яракан концертсем

"Мерчен" ансамбль çитес вӑхӑтра кӳршӗ района кайма палӑртнӑ.

Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем

Пишпÿлекри Культура керменĕн "Мерчен" халӑх фольклор ансамблӗ район тӑрӑх концертпа ӑнӑҫлӑ ҫӳрет. Йăлпăлакпа Хушăлкара ӑшӑ та эмоциллӗ концертсем иртнĕ. Театрализациленӗ концерт программинче чӑваш халӑх юррисемпе хальхи композиторсен юррисем. Куракансем Виктория Мордвиновапа Александра Николаева солистсен тата ансамбль юррисене ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Пишпÿлекри Халăх театрĕн артистки Марина Яковлева тухса каланă чухне вӗсем кулӑшла монологсене те хавхаланса йышӑнаҫҫӗ. Баянпа ӑста выляса пурне те Раиль Рустамович Едиханов аккомпаниатор савӑнтарать. Валентина Петрова "Я берёзка..." сăвва вуланă чухне концерта пыракансем сывлама чарӑнса итлеҫҫӗ (авторӗ Ольга Суздаль). Чӑваш юррине юрлакан ҫамрӑксен "Кĕмĕл сасă" (Шупашкар хули) регионсен хушшинчи конкурсӑн лауреачӗ - Екатерина Емельянова концерт программине ҫутӑ сӑрӑсем кӗртет. Ансамбль çитес вӑхӑтра кӳршӗ района кайма палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Хавхалантарса яракан концертсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: