Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
18 Апрелӗн 2023, 08:52

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗ

Акцин интерактивлӑ пайӗнче шкул ачисем Расул Гамзатовӑн хăйсем юратнӑ сӑввине вуламалла.

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗПушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗ
Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗ

2023 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа майăн 22-мĕшĕччен "Шкул ачисемшӗн культура" наци проекчӗн шайӗнче поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" Пӗтӗм Раҫҫей акцийĕ иртӗ.
Расул Гамзатов аслă поэт ҫеҫ мар, чаплӑ публицист, прозаик, тӑлмачӑ та пулнӑ. Дагестан поэчӗн ячӗ пирӗн ҫӗршыври халӑхсемпе ӑрусене ҫыхӑнтарать. Расул Гамзатовӑн 100 ҫулхи юбилейĕ тӗлне "Шкул ачисемшӗн культура" Пӗтӗм Раҫҫейри акцие презентлать, вӑл икӗ енлĕ пулĕ – пӗлӳ тата интерактивлӑ.
Акцин интерактивлӑ пайӗнче шкул ачисем Расул Гамзатовӑн хăйсем юратнӑ сӑввине вуласа , "ВКонтакте" социаллӑ сетьре #гамзатовкдш хештегпе ҫырнине пичетлесе кӑларма сӗнӗҫ.
Онлайн-конкурса хутшӑнакансем ÿсĕмпе виҫӗ категориллĕ пулĕç: 6 – 10 ҫулхисем, 11 – 14 ҫулхисем, 15 – 17 ҫулхисем.
Акци итогӗсем тӑрӑх жюри членӗсем кашни ӳсӗмри категорири ҫӗнтерӳҫӗсене вуншар ҫын суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем "Культура шкул ачисем валли" проектран сертификатсемпе парнесем илӗҫ, чи лайӑх пурнӑҫлакансене "Культурадляшкольников.РФ " порталӗнче пичетлесе кӑларӗҫ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-17/v-bashkirii-proydet-vserossiyskaya-aktsiya-rasul-gamzatov-glazami-detey-3223033

 

 

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗ
Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри "Расул Гамзатов ача-пӑча куҫӗпе" акци иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас