Апрелӗн 20-мӗшӗнче Пушкӑртра наци костюмӗн кунне паллӑ тӑваççĕ. Уяв мероприятийӗ Уфари "Планета" суту-илӳ центрӗнче иртет. Кавир сарнӑ ҫул ҫинче Пушкӑртри тӗрлӗ халӑхсен аутентлӑ тата сценӑллӑ костюмӗсем пулӗҫ. Пушкӑртсен "Агидель" художество промыслисем йӗтӗнрен тунă активлӑ коллекци кӑтартӗҫ.
Костюмсем тӑхӑннӑ кашни тухмассерен ведущисем каласа параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне мероприятие хутшӑнакансем тӗрлӗ мастер-классем "Пушкӑрт мини-кӑкӑр илемӗ", "Тутар наци пуçне тăканмалли тумӗпе орнаменчӗ", "Вырӑссен ҫӗтӗк-ҫатӑк пукани ”Оберег", "Хăлха çаки чӑваш тӗррипе тата икӗ енлӗ тӗрӗ", “Беларуç ҫӗтӗк-ҫатӑк пукани", "Пушкăрт брошки этнос стильпе", "Шăрçапа явни", "Тамбурлă тӗрĕ", "Кӗҫҫерен тунӑ япаласем", "Лентӑсемпе тӗрлени" тата ыттисем те курма пултараҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-19/v-bashkirii-otmetyat-den-natsionalnogo-kostyuma-3226274
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.
12+