Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
20 Апрелӗн 2023, 11:26

Ураза-байрама тӳрӗ трансляцире БСТпа пӑхма пулать

2023 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче мăсăльмансем "Праздник разговения” пекех паллӑ Ид-аль-Фитр уявне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ураза-байрама тӳрӗ трансляцире БСТпа пӑхма пулать
Ураза-байрама тӳрӗ трансляцире БСТпа пӑхма пулать

2023 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче мăсăльмансем "Праздник разговения” пекех паллӑ Ид-аль-Фитр уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пушкӑртстанра пур мечĕтре те чаплӑ кӗлӗсем иртеҫҫӗ. Уяв намазĕн тӗп площадки Уфари "Ляля-Тюльпан" мечĕтре пулĕ. Ӗненекенсем пурте БСТ телеканалпа тӳрӗ эфирта 9.00 сехетрен пуçласа службӑна сӑнама пултараҫҫӗ.
Ҫак кун эфира БСТра «Йома» тӗн программин 1400-мӗш кӑларӑмĕ тухать. Ҫавӑнтанпа "Йома" куракансене кашни эрнекун мăсăльмансен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарать. Программа геройӗсем - ислам тӗнне ӗненекен ҫынсем, священниксем.
32 ҫул тăршшĕнче "Йома" эфиртан нихҫан та юлман. Ислам кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене палӑртакан программа куракансен темиҫе ӑрӑвне ӳстернӗ. Сӑмах май, ҫитес вӑхӑтра БСТ Пушкӑртри регионсен йӑлана кӗнӗ тӗнсен, православи тата мăсăльмансен лидерӗсен историйӗ ҫинчен калакан документлӑ программӑсен ярӑмне ӳкерме палӑртнӑ.
Проект историне халалланӑ "Йома" программӑн ятарлӑ кӑларӑмӗ ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10.00 тата 18.00 сехетре кӑтартӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-20/uraza-bayram-mozhno-budet-posmotret-v-pryamoy-translyatsii-na-bst-3227588

 

Ураза-байрама тӳрӗ трансляцире БСТпа пӑхма пулать
Ураза-байрама тӳрӗ трансляцире БСТпа пӑхма пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: