Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Апрелӗн 2023, 13:14

"Географи каҫӗ" тата "Географи диктанчӗ"

Акци мероприятийӗсене йӗркелеме официаллӑ night-geo.rgo.ru сайтра регистраци иртмелле.

"Географи каҫӗ" тата "Географи диктанчӗ"
"Географи каҫӗ" тата "Географи диктанчӗ"

Вырӑс географи обществи (малалла - Общество, РГО) хӑйӗн ӗҫӗнче йӑлана кӗнӗ йӑлапа Раҫҫейре вӗренӳпе культура пурнӑҫне аталантарма палӑртнӑ ҫутта кӑларакан проектсене, ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенче те, пурнӑҫлама уйрӑмах тимлӗх уйӑрать.
Ҫу пуҫламӑшӗнче РГО пӗтӗм тӗнчери ҫутта кӑларакан "Географи каҫӗ" акци ирттерет, кӑҫал вăл июнӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшӗччен пулать. Акци географи имиджне ҫирӗплетме, географи наукин хальхи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗлӳ йӗркелеме, ӑна халӑхӑн анлӑ ҫаврӑмӗнче сарма, унӑн ҫутҫанталӑк еткерӗн хаклӑхӗпе этнокультура тӗрлӗ енӗсен пахалӑхне тимлеме пулӑшать.
Акци хӑй июнӗн 2-мӗшӗнче каҫ пуçланать, каҫхи тата çĕрлехи вӑхӑтра мероприятисем ирттерме шутлаççĕ. "Географи каҫӗсене" хутшӑнассине ирӗккӗн те тӳлевсӗр йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ. Акци мероприятийӗсене йӗркелеме официаллӑ night-geo.rgo.ru сайтра регистраци иртмелле, вăл апрелӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлать те 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен тӑсӑлать.
Ҫав вӑхӑтрах РГО пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине "Географи диктанчӗ" хатӗрленме тытӑннӑ, ӑна кӑҫал ноябрӗн 18-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Пӗтӗм тӗнчери йӑлана кӗнӗ конкурс Диктантӑн официаллӑ сайтӗнче уҫнӑ dictant.rgo.ru майӑн 17-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: gazetatavrika.ru


"Географи каҫӗ" тата "Географи диктанчӗ"
"Географи каҫӗ" тата "Географи диктанчӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: