Пушкӑрт Республикинчи пичет тата массӑллӑ информации хатӗрӗсен агентстви "Китап-байрам" кӗнеке ярмăркки шайӗнче «Уфари хосписӗн килти библиотеки" кӗнеке ҫӳлӗкне вырнаҫтарма палӑртнӑ. Акци тӗллевӗ-ачасемпе ҫитӗннисем вали ӑшӑ тата чун-чӗре кӑларӑмӗсене палиативлӑ пациентсемпе паллаштарасси. Уфари хоспис директорӗ Радмила Сурначева каланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек библиотекӑсем Раҫҫейри нумай хосписра ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пек кӗнеке пуҫарӑвӗ – Уфари стационарти пациентсем валли килти библиотекӑра палиативлӑ пациентсем вали пулмалли пӗрремӗш утӑм.
ПР пичет тата СМИ Агентствин ертӳҫин ҫумӗ Марат Газизов Уфари хосписӗн пулас библиотекин фондне тултарас ӗҫе хутшӑнас текенсем – пыракансем тата фестивале хутшӑнакансем пурте хӑйсен ĕлĕшне хывма пултарни ҫинчен ӑнлантарса панă.