Майӑн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекри Культура керменĕн территорийӗнче тата "Биш бүләк" этномастерскойĕнче ача-пӑча кулнипе, пӑшӑрханнипе тата сӳтсе явнипе кунӗпех савӑнӑҫлӑ та шавлӑ пулнă. Сувенир продукцийӗпе чӑваш хӗрарӑмӗсен пуҫ тумӗсен куравĕпе чӑваш юррисене, сӑввисене, ташшисене Мускавран, Уфаран, Туймазăран, Тюменьтен килнĕ ҫамрӑк кăтартакансем паллашнă. Ҫавӑн пекех пирӗн республикӑри Мияки, Кармаскалă, Федоровка, Давлекан, Ермекей районӗсен пултарулӑх коллективӗсем те курава пырса курнă. Килнӗ ҫынсем "Кӗҫҫе асамлăхĕ" ӗҫсен выставкипе те паллашнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.