Надежда Николаева библиотека ĕçĕнче 25 çул ытла вăй хурать
Кӗнеке тӗнчи ӗҫченӗсем ҫинчен калаҫнӑ чухне тахҫантанпах ҫирӗп штамплӑ ҫынсене куç умне ÿкереҫҫӗ: сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ, хапсӑнман ҫынсем…Анчах вӑхӑтсем улшӑннӑ, библиотекарьсен сӑн-сӑпачӗ те улшӑннӑ. Вӗсем ҫине тӑрса, активлӑ ӗҫлеҫҫӗ, хальхи техникӑна пӗлеҫҫӗ, вулакансен ҫӗнӗ ыйтӑвӗсене курма тата вӗсене хирӗҫ хӑвӑрт хуравлама пултараҫҫӗ. Тен, библиотекарь ӗҫӗ врач е учитель ӗҫӗ пек палӑрмасть пулӗ, вӗсен ӗҫӗн мӗнле те пулин результатне çийĕнчех курма ҫук. Анчах вӗсен ӗҫӗ общество ҫине витӗм кӳнине хаклама йывăр. Надежда Галидиновна Николаевна шӑпа хӑйне уйрӑм профессие алла илме май панӑшӑн савӑнать.
Районти библиотека системинче Надежда Николаева 25 ҫул ытла ӗҫлет, паян вӑл библиотекӑн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗсенчен пӗрне —йĕркелÿпе методика уйрӑмне ертсе пырать. Унӑн пайӗ ҫӗнӗ работниксен квалификацине ӳстерес енӗпе ӗҫлет, ялсенчи библиотекарьсем валли районти семинарсемпе мастер-классем йӗркелет. Вӑл вулакансемпе ӗҫтешсем валли районти тата республикӑри тӗрлӗ конкурссемпе акцисем йӗркелет. Тӗрлӗ шайри социологи тӗпчевӗсем ирттерет, хӑй тӗрлӗ шайри конкурссене хастар хутшӑнать.
2022 ҫултанпа вăл Пишпӳлек районӗнчи “Культура волонтерӗсем” общество юхӑмӗн координаторӗ пулса тӑрать. Паян культура волонтерӗсен шучӗ 200 ытла ҫын. Хӑйӗн нумай ҫулхи усӑллӑ ӗҫӗсемшӗн Надежда Николаевана нумай наградӑсем панă. Анчах çапла хавхалантарни — ӗҫе кӑмӑллӑ хушса пани, тесе шутлать Надежда Галидиновна, шӑпа ӑна ҫак уйрӑм профессие алла илме май панӑшӑн питӗ хавас.
Пирӗн библиотекӑсем аталанччӑр, ӳсчӗр, хальхи пек пулччӑр, кӗнеке фондне ӳстерччӗр тесе ӗмӗтленет вӑл. Ял ҫыннисем библиотекӑна час-часах килччӗр, интернет кӗнекесене нихӑҫан та улӑштармасть вӗт.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Надежда Николаеван архивӗнчен.