Майӑн 26-27-мӗшӗсенче Пушкӑрт Республикинче "Тӑван ҫӗр юрри" авалхи вырӑссен юррисен VII Республика уҫӑ конкурсӗ иртмелле. Конкурс Пӗтӗм тӗнчери "Китап-байрам" кӗнеке ярмăрккин шайӗнче иртет.
Кӑҫал Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсен, Удмуртпа Пушкӑрт Республикисен коллективӗсем хутшӑнма заявкӑсем панă.
Чаплӑ открыти ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 11.00 сехетре М.Акмулла ячĕллĕ БГПУ концерт залӗнче пуҫланать. Конкурс итлевӗсемпе тата жюри членӗсемпе конкурсантсемпе хутшӑнса ҫавра сӗтел хушшинче мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Майӑн 27-мӗшӗнче фестиваль Уфа районӗнчи Красный Яр ялӗнче хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Мероприяти шайӗнче мастер-классемпе выставка-декоративлӑ-прикладной искусство ӑстисен ярмăркки, Пушкӑрт Республикинчи историпе культура центрӗсен ярмăркки пулса иртет. Куракансене Уфа районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концертне тата вырӑссен авалхи "Тӑван ҫӗр юрри" конкурса хутшӑнакансене кӗтеҫҫӗ. Кунтах ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑламалли церемони пулать.
М.Акмулла ячĕллĕ БГПУ умӗнчи площадьре икӗ конкурс кунӗнче куракансем вырӑс каçне хутшӑнма пултараҫҫӗ.
ПР Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информацийӗпе.