2023 ҫулта тӗнче славян ҫырулӑхӗ пуҫланнӑранпа 1160 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗç – майӑн 24-мӗшӗнче 863 ҫулта Плиск хулинче, ун чухнехи пăлхарсен тӗп хулинче, солунлă тӑвансем Константин (Кирилл) тата Мефодий славян алфавичӗ шухӑшласа кӑларнӑ.
Шӑпах вӗсем — Кирилпа Мефодий пӑлхар ҫутта кӑларакансем, славянсен пӗрремӗш азбукине тунӑ. Кириллицӑпа эпир паян та усӑ куратпӑр, Кирилпа Мефодий тунӑ азбука чи ансат та меллӗ. Кирилпа Мефодий святойсене астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Нумай хуласенче вӗсене чысласа палӑксем лартнӑ.
Ҫак кун ячӗпе Кистенлĕри вăтам шкулта пуҫламӑш классен учителӗсем класс сехечĕсем ирттерсе видеоролик пӑхнă.
#РДДМ
#Движениепервых
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.