Майӑн 24-мӗшӗнче славянсем пӗтӗм тӗнчипе аслӑ уява - Кирилпа Мефодий пӗртӑвансене асӑнса халалланӑ славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваççĕ.
Ҫак кун Çирĕклĕри ял клубӗн библиотекарĕ тата культура ӗҫченӗ "Çăлкуҫ" фольклор коллективне хутшӑнакансене тата вӗренекенсене "Славян ҫырулӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем патӗнче" программӑна хутшӑнма чӗннӗ.
Ертсе пыракансем хутшӑнакансене Раҫҫей культурин уявĕ, унӑн историйӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен, славян ҫырулӑхне мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунчченех аталантарни ҫинчен каласа панă, вырӑс чӗлхи ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Ачасенчен хӑшӗ чи ӑсли пулнине тӗрӗслеме, юмах тупсӑмĕсене тупнă. Кирилпа Мефодий пĕртӑвансем ҫинчен тата вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен видеоролика ачасем интересленсе пӑхнă. Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ – ҫутӗҫ, тӑван сӑмах, тӑван кӗнеке, тӑван культурӑпа литература уявӗ.
https://vk.com/club135580128
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.