Июнӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей литература уявне — Пушкин куне —кашни ҫул паллӑ тӑвать. Александр Сергеевичӑн литература пултарулӑхӗ пирĕн ӗмӗр тӑршшӗпе юнашар пырать. Унӑн юмахӗсемпе ачасем ача садӗнченех паллашаҫҫӗ, унӑн произведенийӗсене пысӑккисем интересленсе вулаҫҫӗ. Аслӑ вырӑс поэчӗн юмахӗсем – асамлӑхсемпе, ырӑ та вӗрентӳллӗ юмахсемпе тулли, вӗсем ҫинче нумай ӑру ӳссе ҫитӗнӗ.
Вырӑс культурипе литературин историйӗнчи ҫак пӗлтерӗшлӗ куна Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн педагогӗсем те тимлĕхсĕр хăварма пултарайман. Аслӑ поэт Александр Сергеевич Пушкин ҫуралнӑ куна уявланӑ май ача сачĕн аслӑ ушкӑнĕнче поэт пултарулӑхне халалланӑ тематика кунӗ иртнӗ. С.А. Алексеева воспитатель ачасене вырӑс поэчӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ачасем воспитательпе пӗрле кӗнекесен иллюстрацийӗсене пӑхса тухнă, "Пулӑҫӑпа пулӑ çинчен калакан юмаха" пӑхнă, Александр Сергеевичӑн чаплӑ сӑввисене вуланă, Пушкин хайлавӗсен тупсӑмĕсене тупнă. Илтнӗ произведенисене ачасем пурне те хут ҫине куҫарнă, вӗсен ӳкерчӗкӗсем питӗ интереслĕ те лайӑх пулса тухнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.