Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Июнӗн 2023, 13:03

Пушкин кунне паллӑ тунă

Ачасем питӗ нумай эмоцисем тата ырӑ кӑмӑл илнĕ. Кун интереслӗ, пĕлÿллĕ те савӑнӑҫлӑ пулнă.

Пушкин кунне паллӑ тунă
Пушкин кунне паллӑ тунă

Кашни ҫул, июнӗн 6-мӗшӗнче, аслӑ поэт ҫуралнӑ кун, Раҫҫейре Пушкин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Çирĕклĕри ял клубӗнче

 библиотека ӗҫченӗпе пӗрле "Пушкин юмахӗсем патӗнче хӑнара" литературӑпа вӑйӑ программи иртнӗ.

Мероприяти пуҫламӑшӗнче ертсе пыракан писатель биографийӗпе паллаштарнă. Унтан ачасем аслӑ вырӑс поэчӗн юмахӗсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ. Ачасем литература вӑййи вӑхӑтӗнче поэт ҫырнӑ произведенийӗсен геройӗсене аса илнĕ, литература викторинине хутшӑннă. Арҫын ачасемпе хӗрачасем юратнӑ писателӗн произведенийӗсенчен юмах персонажĕсем евĕрлĕ пулса кăтартнă.

Вӗсем заданисене питӗ лайӑх пурнӑҫланă, тавҫӑрулӑхне кӑтартнă, Пушкин пултарулӑхне юратнине палăртнă, "Пушкин юмахӗсен геройӗ", "Пулӑҫӑпа пулӑ" вӑйăсенчи ыйтусене хуравланă.

Ачасем питӗ нумай эмоцисем тата ырӑ кӑмӑл илнĕ. Кун интереслӗ, пĕлÿллĕ те савӑнӑҫлӑ пулнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

 

 

 

Пушкин кунне паллӑ тунă
Пушкин кунне паллӑ тунă
Пушкин кунне паллӑ тунă
Пушкин кунне паллӑ тунă
Пушкин кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: