Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Культура
8 Июнӗн 2023, 12:43

"Тамыр" телеканал Мускаври пирӗн ентешсене концертпа савӑнтарнă!

Куракансем пĕрле юрлама тӑрӑшнă, пӗчӗккисем ҫӗрӗпех ташланă, вăйăсем вылянă.

"Тамыр" телеканал Мускаври пирӗн ентешсене концертпа савӑнтарнă!
"Тамыр" телеканал Мускаври пирӗн ентешсене концертпа савӑнтарнă!

Июнӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Пушкӑрт Республикин Полномочиллӗ Представителӗн ҫуртӗнче «Нурлы баласаҡ» / «Счастливое детство" "Тамыр" телеканалӑн концерчӗ иртнӗ.
Мускав ҫыннисем ҫамрӑк ҫӑлтӑрсене хĕпĕртесе кӗтсе илнĕ, ҫамрӑк артистсене кашни тухмассерен хыттӑн алӑ ҫупса саламланă. Куракансем пĕрле юрлама тӑрӑшнă, пӗчӗккисем ҫӗрӗпех ташланă, вăйăсем вылянă.
Концерта Мускав сувенирӗсемпе кӗмелле пулнӑ. Мускаври пушкӑртсем ҫавӑнтах ҫамрӑк артистсем валли кучченеҫсем, теттесем лартса тултарнă. Тамыровецсем вӗсене "Тамыр" студийӗн мӗнпур артисчӗсем валли илсе кайма пулнă.
"Мускав ачисен ашшӗ-амӑшӗсем "Тамыр" телеканала концертпа килме тахҫанах ыйтнӑ. Кӑҫал пӗтӗмпех пулса иртнӗ. ПР Полпредстви пулӑшнипе Мускав варринче чӑн-чӑн ача уявĕ иртнӗ. Тавтапуҫ ашшĕ-амăшсене, Пушкӑртстанран аякра пурăнсан та вӗсем хӑйсен ачисене тӑван пушкӑрт культурине юратма, тӑван пушкӑрт чӗлхине вӗрентнӗшӗн. Ку музыка ҫулҫӳревӗ пирӗн ҫӗршывӑн тӗп хулине тамыр ачисене ӗмӗрлӗхех асра юлӗ", - каласа панă "Тамыр" телеканал директорӗ Гульназ Кульсарина.
https://svetput.ru/news/novosti/2023-06-07/telekanal-tamyr-poradoval-kontsertom-nashih-zemlyakov-v-moskve-3291151

 

 

 

"Тамыр" телеканал Мускаври пирӗн ентешсене концертпа савӑнтарнă!
"Тамыр" телеканал Мускаври пирӗн ентешсене концертпа савӑнтарнă!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: