Раҫҫей кунӗ умӗн Çирĕклĕри ял клубӗнче "Эпӗ сана юрататӑп, Раççей!" пĕлÿпе вăйă программи иртнĕ. Тӗлпулу уяв историйӗ ҫинчен каласа панинчен пуҫланнă. Гербпа ялав ҫинчен калакан информаци интереслӗ пулнӑ. Ачасем "Тӑван çӗршыв" сӑмахра мӗн ӑнланни ҫинчен калаҫнă, хамӑр Тӑван çӗршыв ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, сӑвӑсем вуланă. Викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ май мероприятине хутшӑнакансем Раҫҫей символӗсемпе историйӗ ҫинчен, унӑн ӳсентӑранĕсемпе чĕрчун тӗнчи ҫинчен лайӑх пӗлӳ кӑтартнӑ. Ачасем Раççее халалланӑ ребуссене тавҫӑрса илнӗ. Кроссвордсене кӑсӑкланса та хӗрӳллӗн татса панӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем халӑх вӑййисенче хӑйсен пултарулӑхӗпе тавҫӑрулӑхне палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.