Çĕнĕ Биктяш ялĕ патĕнчи çветтуй çынна пытарнӑ ҫӗрти аулия çине купол-мавзолей туса лартнӑ.
Пишпÿлек районӗнчи паллӑ вырӑнсен списокӗнче вӑй вырӑнӗ — Çĕнĕ Биктяш — сӑваплӑ вырӑн йышӑнать. Кунта, сӑрт айӗнче, сиплӗ тесе шутлакан ҫӑлкуҫ тапса тӑрать, 300 ҫулхи хӑва хӑйӗн турачӗсене мӑнаҫлӑн сарса пӑрахнӑ, сӑрт ҫинче — аулия çветтуя пытарни. Араб чӗлхинчен "аулия" сӑмаха куҫарсан "сӑваплӑ, тӳрӗ" тенине пӗлтерет. Исламра аулия тесе тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсене каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсене тӗлӗнмелле хӑват панӑ: вӗсем ҫынсене чир-чӗртен сыватнӑ, тӗрлӗ ӗҫсем пулассине малтанах пӗлсе тӑнӑ. Тахҫантанпах вырӑнти ҫынсем сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патне ҫӳренӗ, аулия вилтӑпри патне кӗлӗ вулама хӑпарнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле вырӑнӑн историне пĕлме ҫӗршывӑн пур кӗтесӗсенчен те ҫынсем килеҫҫӗ.
Нумай пулмасть ку вырӑн вырӑнти ҫынсемшӗн тата туристсемшӗн тата та илӗртӳллӗрех пулса тӑнă: аулия çветтуя пытармалли сӑрт тӑрринче купол-мавзолей туса лартнă. Планра ҫак таса вырӑна хӑтлӑлатас енӗпе тата нумай проект пурнӑҫласси.
— Çĕнĕ Биктяш — пирӗн район территорийӗнче йӗркеленнӗ чи малтанхи ял шутланать, 423 ҫул тулать ӑна, - каласа парать Сухоречка ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Владимир Вдовин. — Ваттисем аса илнӗ тӑрӑх, ҫынсем яланах аулия пытарнӑ вырӑна ҫӗкленнӗ, ырӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама ыйтнӑ. Ку вырӑн яланах вӑй параканни пулнӑ. Пытармалли вырӑнта малтан чул купи кӑна пулнӑ, унтан тимӗр хÿме лартнă. Ку территорие тирпей-илем кӗртес шухӑш тахҫанах ҫуралнăччĕ, анчах укҫа-тенкĕ çуккине пула май пулман. Ҫак паллӑ вырӑнсене районпа республика масштабӗнче кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче те малалла куҫма тата позицилеме тытӑнсан, ӗҫ малалла кайнă. Кунта, çĕнĕбиктяшсен нумай ӑрӑвӗсем хисеплекен сӑваплӑ вырӑнта, "Орел и Решка" передачӑн сюжетне ӳкернĕ, паллӑ блогер Анастасия Максимова команди "Башкирский Trip" интереслӗ проект кӑларнӑ. Çĕнĕ Биктяшăн паллӑ вырӑнӗсем ҫынсене ытларах туртма пуҫланă. Купол-мавзолее меценат ыркăмăллăх майĕпе пулӑшнипе вырнаҫтарнă, вӑл хальлӗхе паллӑ мар юласшӑн пулнă. Ӑна Приютовăра пурӑнакан Марат Габдрахманов хӑйӗн бригадипе тунӑ. Искусство произведенийӗ пулса тӑнă вăл! Мавзолее вырӑна илсе ҫитермелли техникӑна, тралпа крана, Пелепейре пурӑнакан Сухоречка ҫынни Вячеслав Горяйнов панӑ. Ҫӗнӗ Биктяш ҫыннисем те ырӑ пуҫарӑва ырласа финанспа пулăшнă, ку енĕпе ял активисчĕсем Зульфия Каюмовапа Салима Габдрахманова пысӑк ӗҫ тунă. Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, ентешсем те айккинче юлман. Ку территорие тӗпрен хӑтлӑх кӗртмелле, ҫавӑнпа та ӗҫсене тепӗр ҫул ҫеҫ мар тăвĕç.
Ҫулла - ҫулçÿрев вӑхӑчĕ. Ҫӗнӗ Биктяша çитсе кӗрсе тухӑр. Ҫак тӗлӗнмелле вырӑнӑн хӑватне туйса илĕр, илемлӗ ҫутҫанталӑк илемӗпе киленӗр. Ку ял историйӗнче халиччен курман-илтмен япаласем нумай-ха, мӗншӗн тесен Ҫӗнӗ Биктяш таврашӗнче аулиясем ҫичӗ ҫын пытарнисем пулмалла тата кашни патӗнчех ҫӑлкуҫ тапса тӑрать, теççĕ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Вдовин.