Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
16 Июнӗн 2023, 15:38

Татышлă районӗнче удмурт фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртӗ

Заявкӑсене июнĕн 20-мӗшӗччен электронлӑ адреса йышӑнаҫҫӗ: [email protected]  

Татышлă районӗнче удмурт фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртӗ
Татышлă районӗнче удмурт фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртӗ

Июлӗн 1-мӗшӗнче Татышлă районӗнче удмуртсен "Дуно марзанъёс" Фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртет. Фестивале Пушкӑрт Республикинчи бренд мероприятийӗсен переченьне кӗртнӗ тата халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма, аталантарма, наци йӑлисене пропагандӑлама тата популяризацилеме тĕллев лартнӑ.

Фестивале хутшӑнма ачасемпе ҫитӗннисен фольклор коллективӗсене чӗнеҫҫӗ. Уяв программинче: ДПИ ремесла изделийӗсен выставки, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Менсадык Гариповӑн куравӗ, ҫарпа патриот ҫул-йӗрӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ, удмурт юррине юрлакан ҫамрӑксен конкурсӗ, йӑх-несĕл конкурсӗ. Проект удмурт эстрадин ҫӑлтӑрӗсемпе хутшӑнса гала-концертпа вӗҫленет. Заявкӑсене июнĕн 20-мӗшӗччен электронлӑ адреса йышӑнаҫҫӗ: [email protected]

 

https://selnivi.ru/articles/kultura/2023-06-16/v-tatyshlinskom-rayone-proydyot-mezhregionalnyy-festival-udmurtskih-folklornyh-kollektivov-3301703

 

 

Татышлă районӗнче удмурт фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртӗ
Татышлă районӗнче удмурт фольклор коллективӗсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: