Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Июнӗн 2023, 16:31

"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка

Жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Пăслăксен презентаци Гран-при Дипломне тивӗҫнӗ.

"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка


Районти чи лайӑх ăстасем "Бижбуляк мастеровой" халӑх ӑстисен фестиваль-ярмӑрккинче Пишпÿлекре пухӑннă.
Хӑнасемпе фестивале хутшӑнакансем декоративлă прикладной пултарулӑхӗн ремесла ӗҫӗсен тата изделийӗсен куравӗпе паллашма, мастер-классем ирттерме, ҫавӑн пекех артистсен юрри-кӗввипе киленме пултарнă. Мероприятие хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов ремесленниксене пултарулӑх ӗҫӗшӗн тав тунă, иртнӗ уяв вӗсене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарасса шаннă.
Пăслăк ял совечĕ ятĕнчен выставкӑра И.В. Игнатьева тата С.В. Павлова тӗртнӗ кавирсемпе палассем кӑтартнă. Ирина Васильевна чечексенчен панно тӑвас процеса кӑтартнă, Светлана Васильевна станок ҫинче кавир тĕртес процеспа паллаштарнă. Пирӗн ӑстасен ылтӑн аллисем кичемлӗхрен хӑрамаҫҫӗ, ҫак илӗртекен искусство пире кавир тĕртессин ҫӗнӗ шедеврӗсене парнелет.Тавтапуç пирӗн мастерсене вӗсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхӗшӗн! Жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Пăслăксен презентаци Гран-при Дипломне тивӗҫнӗ, мастерсем Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114426851

 

"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
"Бижбуляк мастеровой" фестиваль-ярмăркка
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: