+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлек районӗнчи пилĕк национальноҫлă 40 ытла çын Уфара иртекен Раҫҫейпе Беларуç регионĕсен Х Форумӗн шайӗнче иртнĕ Наци костюмӗн кунне хутшӑннӑ, унта наци костюмӗсемпе вӑйӑ карти йӗркеленӗ - "Тӗнчери наци костюмӗсемпе тӗнчери чи массӑллӑ вӑйӑ карти"! рекорда Раҫҫей рекорчӗсен Кӗнекин тӗп редакторӗ, философи наукисен кандидачӗ Станислав Коненко палăртнӑ.
Вӑййа хутшӑнакансен шучӗ 2834 ҫын пулнӑ. Унта Пушкӑртстанри 54 районпа тăхăр хула представителӗсем хутшӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.