Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
17 Июлӗн 2023, 12:03

Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ

Мероприяти вӗҫӗнче унта хутшӑнакансем пурте тутлӑ призсем илнĕ.

Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ

Ача-пӑча площадкин пиллӗкмӗш кунӗнче, ҫитӗнекен ӑру хушшинче халӑх асне упрас тӗллевпе, Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ. Мероприятире ачасем аслă вӑрҫӑн пӗчӗк геройӗсем ҫинчен пӗлнĕ. Вӑрҫӑ геройӗсене пурне те чысласа, мероприяти вĕçĕнче, ачасем ӗмӗрхи вут умӗнче пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнă.

Малалла кун "Юмахсем тӑрӑх çӳрени" вӑйӑ программипе тӑсӑлнă. Ачасем икӗ ушкӑна пайланнă та, "Героя палласа ил", "Телеграмма", "Ыйтусемпе хуравсем çинчен калакан юмахсем", "Асамлӑ предмет" тата "Чи ӑслӑ" станцисем тӑрӑх иртнӗ. Ачасем пурте хастар хутшӑннă, юмахсене лайӑх пӗлнине кӑтартнă. Мероприяти вӗҫӗнче унта хутшӑнакансем пурте тутлӑ призсем илнĕ.

#ДвороваяПлощадка2023
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club84987221

 

Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Ҫӗнтерӳ паркне экскурси йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: