"Библиотека картишӗ" ача-пӑча картишӗнчи площадкӑра ачасем валли "Пÿрнепе ӳкересси" мастер-класс ирттернӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем чӑн-чӑн художниксем пулса тӑнă. Анчах та, ӳкерме киçтĕкпе мар, пӳрнепе ӳкермелле пулнă. Хӑйсен ӳкерчӗкӗсем ҫинче ачасен йывӑҫ ҫулҫисене тумлантармалла, ҫумӑра пӗлӗтсенчен ҫутармалла. Хӑш-пӗрисем пӳрнисемпе шыв тата пулӑ ӳкерсе ларнӑ вӑхӑтра теприсем хӗвеле сӑрлама пикеннĕ. Илемлӗ те интереслӗ ӳкерчӗксем пулса тӑнă.
Малалла кун шашкă турнирӗпе тӑсӑлнă. Шашкăлла вылямалли правилăсем ансат пулин те, вӑййа сӗтел ҫинчи чи динамикӑллӑ стратегисенчен пӗри теме пулать. Кашни парти хӑйне евӗрлӗ, вӑйӑ мӗнле вӗҫленнин результачӗ ӑмӑртаканӑн хӑнӑхӑвӗсенчен килет. Турнир интереслӗ те çивĕч пулнă. Унта хутшӑнакансем пурте пылак призсем илнĕ.
#ДвороваяПлощадка2023
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.