+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хальхи ачасенчен нумайӑшӗ музейсене ҫӳреме юратсах каймаҫҫӗ. Паллах, пурте мар. Вӗсен выставкӑсене пӑхмалла, этикеткӑсене вуламалла, экспонатсене тӗкӗнмелле мар, хӑйсене лӑпкӑ тытмалла – ачасем вӗсене чӑнах та питех юратмаҫҫӗ. Мӗншӗн ун пек пулса пырать? Мӗншӗн тесен вӗсене кичем. Кунта та стандартсӑр меслетсем пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ачана указка пама тата хӑй тӗллӗн экскурси ирттерме ыйтма юрать. Ҫак процеса сӑнама ҫав тери интереслӗ. Чӑн та, кашни ачан пуҫӗнче хăйне евĕрлĕ тӗнче!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.