Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Августӑн 2023, 11:53

Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ

Çирĕклĕре "Ача планети" ҫуллахи кану площадки стартланӑ.

Площадка уçасси Çирĕклĕ ялĕн ялавне чаплӑн ҫӗклесе тухнинчен пуçланнă.

Ачасем площадкăра хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсемпе паллашнă, кашни кун девизне тунă.

"Хӗрлӗ çулла, янӑравлӑрах юрла" конкурспа вӑйӑ программи савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнĕ. Ачасемшӗн логикӑпа куҫса ҫӳрекен заданисене пурнӑҫламалли интереслӗ вӑйӑсем хатӗрленӗ. Ачасем "ҫуллана" чи лайӑх пӗлекен ҫын ятне илессишĕн ӑмӑртнă. Ачасем юмах тупсӑмне тупнă, ҫулла çинчен викторина ыйтӑвӗсене хуравланă. "Ура тĕпĕпе ал тупанӗ", "Кам хӑвӑртрах" вӑйӑсем интереслӗ иртнӗ. Тата ачасем хӑйсен юратнӑ "Вӗри ҫӗрулми", "Ҫапса кӑлар" вӑййисене вылянă.

Мероприяти питӗ ӑшӑ, туслӑ атмосферӑра иртнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Çирĕклĕре ҫуллахи кану площадки стартланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: