Каролина ятлӑ тиха историйӗ трагедилле пуҫланнă: хăмланнă чухне унӑн амӑшӗ вилнӗ.
Абзелил районӗнчи Айгульпе Рушан Ишбулатовсем тихана пăхса ура çине тăратма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Каролина Ишбулатовсен ҫемйин членӗ пулса тӑнӑ. Икӗ ҫулхи Айсиляпа 11 ҫулхи Арсен черетпе Каролинана çитернĕ, тепӗр ҫул ӑна йӗнерлеме пултарасси ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ.
– Малтанхи кунсенчех эпир тихана кӗленчене хӑнӑхтартӑмӑр. Малтан ӗне сӗчӗпе сахӑр тата ҫӑмарта хутӑштарса ҫитереттĕмĕр. Унтан специализациленӗ типӗ хутӑш илме пуҫларăмăр. Кунне ҫичӗ хут çитереттĕмĕр. Апатланмалли вӑхӑт ҫитнине пĕлет вăл, çав тĕле ҫурт патне ҫывхарать. Командӑсене вӗрентрӗмĕр: стенана шаккасанах Каролина кунта! Тутлӑ ҫимӗҫ парассине пӗлет. Чи юратнӑ тутлӑ ҫимӗҫ - рафинад сахӑр. Ачасем ӑна пылака хӑнӑхтарнӑ. Халӗ ӗнтӗ пӳртрен кучченеҫсӗр тухаймастăн. Каролина рафинад ыйтать, эсӗ ун çинчен мантӑн пулсан, хуллен ҫыртать.
Ишбулатовсем пилӗк ҫула яхӑн лаша ӗрчетеҫҫӗ. Халӗ вӗсен пушкӑрт йӑхӗнчи вунӑ лаша. Арсенпа Айсиля лашасем сиктернине питӗ юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗ вӗсене "Башҡорт аты" фестивале илсе каяҫҫӗ. Каролинӑн хальлӗхе килте юлмалла пулать. Анчах тепӗр ҫул, тен, кӗсре пӗтӗм тӗнчери событие хутшӑнать пулӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.
https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-08-09/zherebyata-bashkirskoy-loshadi-lyubyat-rafinad-provereno-na-karoline-3379260