Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Августӑн 2023, 13:51

Пушкӑртри кăмăс тăвакан вырӑс классикӗсемпе хавхаланнӑ

Зауральери кăмăс тăвакан Денис Уметбаев кăмăс савăчĕсем валли чаплӑ этикеткӑсем шухӑшласа кӑларнă.

Арҫынна классиксен цитатисем хавхалантарнӑ.
Вырӑс писателӗсемпе поэчӗсенчен нумайӑшӗ Пушкӑрта кăмăспа сипленме килнӗ, кашниех ӗҫмелли мӗнлине, мӗнле енӗсене ытарайман çавна ҫырса кӑтартнӑ, тесе ҫырать "Республика Башкортостан".
Денис Уметбаев этикеткӑсем ҫине Лев Толстой, Антон Чехов, Сергей Аксаков, Максим Горький, Александр Пушкин, Марина Цветаева портречӗсене, ҫавӑн пекех кăмăс ҫинчен ҫырнӑ цитатисене ҫырса хуни ҫинчен каласа панă.
Палӑртса хӑварӑпӑр, Денис Уметбаевран кăмăса паян Баймак районӗнчи Графское кӳлли хӗрринче уҫӑлнӑ пушкӑрт лашин "Башҡорт аты" пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче тутанса пӑхма пулать.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-11/kumysodel-iz-bashkirii-vdohnovilsya-russkimi-klassikami-3382692

Пушкӑртри кăмăс тăвакан вырӑс классикӗсемпе хавхаланнӑ
Пушкӑртри кăмăс тăвакан вырӑс классикӗсемпе хавхаланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: