Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Августӑн 2023, 12:35

Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла

Çирĕклĕри ял клубӗн "Ача планети" картишӗнчи кану площадкин ачисем Леш айки ҫӑлкуҫне экскурсие кайнӑ.

Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла

Çирĕклĕри ял клубӗн "Ача планети" картишӗнчи кану площадкин ачисем Леш айки ҫӑлкуҫне экскурсие кайнӑ. Ҫул ҫинче ачасем ҫутҫанталӑка сӑнанă, кайӑксем юрланине итленĕ, мӗнле кайӑк юрланине сассинчен тавҫӑрса илнĕ. Совет Союзӗн геройне П. Е. Васильева халалланӑ парка ҫитсе курнă.
Экскурсире ачасем ҫӑлкуҫ вырӑнӗпе паллашнă, ҫак иксӗлми ҫӑлкуҫра шыв ӑҫтан тухнине пӗлнĕ. Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ чуншӑн ҫӑлкуҫсемпе ытти шывсем мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине тавçăрнă. Таврари ҫутҫанталӑка сыхлануллӑ пӑхмаллине, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамаллине ӑнланнă.
Ачасем ҫутҫанталӑк ҫинчен викторинӑна хутшӑннă, ҫу ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Кӑсӑк та пӗлӳллӗ экскурси хаваслӑ хускану вӑййисемпе вӗҫленнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Çутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: