Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Августӑн 2023, 12:31

Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ

Августӑн 12-мӗшӗнче шӑматкун Йăлпăлакра халӑх пухăнса ялăн 290 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ

Августӑн 12-мӗшӗнче шӑматкун Йăлпăлакра халӑх пухăнса ялăн 290 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Ку вӑл хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпе хывнӑ кашни ҫын уявӗ.

Уява пурте — пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах — хатӗрленнĕ. Ял улшӑннă, уяври пек ҫутӑ та тӗрлӗ тӗслӗ тӗссемпе илемленнӗ. Парк патӗнче ачасем валли ача-пӑча площадки ӗҫленĕ, тӗрлӗ ача-пӑча вӑййисем ирттернĕ. Юбилей ячӗпе хӑнасене саламлă сăмахсем Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов, Пишпÿлек районӗнчи Чӑвашсен канаш председателӗ Сергей Михайлов, ял старости Алексей Васильев тухса каланă. Саламланӑ хушӑра тав ҫырӑвӗсемпе парнесем панă.

Ял историйӗпе Ирина Авельевна Константинова паллаштарнă.

Куракансем валли пысӑк концерт программи хатӗрленӗ. Илемлӗ юрӑсемпе ырӑ суннисем нумай янӑранă. Кӳршӗри Мияки районӗнчи Кекен-Васильевка ялӗнчи "Туслăх" фольклор ансамблӗн артисчĕсем те хăна пулса, уява хутшăннă, вӗсен юррисем уява илемлетнӗ. Концерт йӑпану вӑййисемпе, конкурссемпе ылмашӑннă.

Паркра ялта пурӑнакансемпе хӑнасем валли уяв сӗтелӗ йӗркеленӗ. Ял ҫыннисем уяв валли тутлӑ апат-ҫимӗҫ: кукӑль, плов тата тӗрлӗрен апат-çимĕç пӗҫернӗ.

Мероприяти чун-чӗреллĕ ӑшӑ иртнӗ, ҫынсене нумай ăшă асалилÿсем, савӑнӑҫпа ырӑ эмоцисем парнеленӗ. Ял варринче мӗн каҫ пуличченех музыка янӑранă, Чӑваш Республикин артисчӗсен уяв концерчӗ, фейерверк тата дискотека юлашки аккорд пулса тӑнă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

 

 

Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Йăлпăлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: