Çирĕклĕри ял клубӗн картишӗнчи кану площадкинче — картиш вӑййисен кунӗ иртнĕ.
Картиш вӑййисем — ахаль йӑпану ҫеҫ мар. Картиш вӑййисем — вӗрентӳ те. Ку вӑйӑсенче пӗрлешме, команда тума, вӗсенче ӗҫлеме, сикме, чупма, ӑмӑртма, савӑнма вӗренеҫҫӗ. Вӗсем питӗ тӗрлӗ, нумай хускану, тавҫӑрулӑх, ӑс-хакӑл ыйтаҫҫӗ, ӳт-пӳ хӑнӑхӑвӗсемпе пӗлӗвӗсене нумай параҫҫӗ.
"Хуллентерех каятӑн, малалла каятӑн", "Хӑваласа çит", "Эпӗ чи ҫӑмӑлли", "Ҫапса кӑлар" хускануллӑ вӑйӑсене хутшӑнса, ачасем мӗн чухлӗ хаваслӑхпа лайӑх эмоцисем илнӗ. Тата ачасем хӑйсен пухмачне ансат та усӑллӑ вӑйӑсемпе тултарнă – халӗ вӗсен урамра тусӗсемпе мӗн те пулин тумалли пурах ӗнтӗ.