Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
22 Августӑн 2023, 12:26

"Мухтав минучӗ"

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта "Мухтав минучĕ" мероприяти иртнӗ.

"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта "Мухтав минучĕ" мероприяти иртнӗ. Жюри умне хӑйсен сцена пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшакан кашни ҫынах пултарнă. Мероприятие тăватă номинаци кӗнӗ: вокал, хореографи, музыка инструменчӗсемпе выляни, хӑйне евӗрлӗ жанр.

Уяв вӑхӑтӗнче артистсем темӗн чухлӗ талант кӑтартнă, куракансене тӗлӗнтернĕ те, савӑнтарнă та: кунта тӗрлӗ темӑпа интереслӗ пĕчченшер тата хор юррисем янӑранă, ташлакансем ташӑ номерӗсене хастарлӑн кăтартнă, мероприяти сюрпризӗ музыка инструменчӗпе – гитарӑпа выляни пулнă.

Ҫак кун пурте лайӑх ӗҫленĕ, ҫавӑнпа та киле черетлӗ кун кӑтартӑвӗсемпе кӑмӑллӑ таврӑннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницичен.

https://vk.com/public210652587

 

 

 

 

"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
"Мухтав минучӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: