Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Августӑн 2023, 11:14

Уфари полярниксен музейӗ Санкт-Петербургра экспозици тӑратать

В.И. Альбанов ячӗллӗ полярниксен музейӗ ҫурҫӗр столицӑра ПР кунӗсене ирттернĕ май "Пушкӑртстанри моряксем Тӑван çӗршыв службинче!" вырăна тухса ҫӳремелли выставка уҫать.

Уфари полярниксен музейӗ Санкт-Петербургра экспозици тӑратать
Уфари полярниксен музейӗ Санкт-Петербургра экспозици тӑратать

В.И. Альбанов ячӗллӗ полярниксен музейӗ ҫурҫӗр столицӑра ПР кунӗсене ирттернĕ май "Пушкӑртстанри моряксем Тӑван çӗршыв службинче!" вырăна тухса ҫӳремелли выставка уҫать, пӗлтерет "Республика Башкортостан" хаҫат .
Курав августӑн 24-мӗшӗнче 12.00 сехетре Арктикӑпа Антарктика Раҫҫей патшалӑх музейӗнче уçăлать. Ӑна хамӑр республикӑри ҫар морякӗсене халалланӑ, вӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ҫурҫӗр флотӗнче службӑра тӑнӑ, ҫӗршывӑн оборона пултарулӑхне ҫирӗплетнӗ.

Экспозицин хисеплӗ хӑнисем Раҫҫей Геройӗ, запасри генерал-майор Риф Сахабутдинов, Раҫҫей Геройӗ, 1-мĕш рангри запасри капитан Константин Сурков, Батергарай Зулькарнаев контр-адмирал тата ыттисем пулӗҫ.

Пушкӑртстан Республикин кунӗсенче Полярниксен музейӗпе Санкт-Петербургри Арктика музейӗ икӗ учреждени пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленине анлӑлатакан килӗшӳ тӑваҫҫӗ.

https://resbash.ru/news/kultura/2023-08-23/ufimskiy-muzey-polyarnikov-predstavit-ekspozitsiyu-v-sankt-peterburge-3400396?ysclid=llnpq2o2l3689700518

 

 

 

 

Уфари полярниксен музейӗ Санкт-Петербургра экспозици тӑратать
Уфари полярниксен музейӗ Санкт-Петербургра экспозици тӑратать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: