Пӗлӳ кунӗ - уйрӑмах хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ уяв. Ҫак кӗрхи пӗрремӗш кун учительсемпе вӗренекенсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫлаҫҫӗ, библиотека ӗҫченӗсемшӗн сентябрӗн 1-мӗшӗнче мероприятисем ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнă. Ситекпуçĕнчи библиотекӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Библиотекарь сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ мӗншӗн пуҫланни ҫинчен каласа панă. Ачасем "Шкул портфелӗн тупсӑмӗсем" ятлӑ илӗртӳллӗ викторина ыйтӑвӗсене хуравланă. Ҫавнашкалах представительлӗ кӗнекесемпе, энциклопедисемпе, альбомсемпе, словарьсемпе паллаштармалли выставкӑсене те йӗркеленӗ, вӗсем вӗренӳ ҫулӗнче вӗсен шанчӑклӑ помощникӗсемпе тусӗсем пулӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202344480