Çутă çул
+21 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
6 Сентябрӗн 2023, 14:19

Пӗтӗм Раҫҫейри теттесем Пушкӑртстана килеҫҫӗ!

Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен Уфари Совет площадĕнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Атя выляма" фестиваль пӗрремӗш хут иртет.

Роботсем, конструкторсем, пуканесем, машинӑсем, тактильлӗ теттесем, сӗтелçи вӑййисем кунта пӗтӗм ҫӗршыври ача чухнехи пысӑк уява пухӑнаҫҫӗ.
Арҫын ачасемпе хӗрачасене, ҫавӑн пекех вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене вӑйӑсем, конкурссем, мастер-классем, квестсем, выставкӑсем кӗтеҫҫӗ. Раҫҫей эстрадин, спортӑн, блогер, политикин ҫӑлтӑрӗсем хӑйсен юратнӑ теттисемпе ача-пӑча вӑййисем ҫинчен каласа парӗҫ. Куллен фестивалӗн тӗп сцени ҫинче: юратнӑ геройсен мультпарачӗ тата Бремен музыканчӗсемпе ташӑ флешмобӗ. Ҫавӑн пекех ача-пӑча спектаклӗсем, интерактивлӑ вӑйӑсем, йӑпанмалли программӑсем, паллӑ ҫамрӑк блогерсем, тест-драйв вылямалли теттесен выступленийӗсем тата каҫхи мультфильмсен кӑтартӑвӗ!

"Атя выляр" фестивалӗн тӗп программипе тата хутшӑнмалли условисемпе кунта паллашма пулать: https://xn--80aaaldze4dt4h.xn--d1acj3b/

https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-09-06/igrushki-so-vsey-rossii-priedut-v-bashkortostan-3421470

Пӗтӗм Раҫҫейри теттесем Пушкӑртстана килеҫҫӗ!
Пӗтӗм Раҫҫейри теттесем Пушкӑртстана килеҫҫӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: