— Йăлпăлакри Людмила Гаврилован пурнӑҫ принципӗ ҫавӑн çакăн пек.
Людмила Николаевна мӗн ачаранпах хастар пурнӑҫ позициллӗ ҫын пулнӑ. Вӑл интеллигентсен ҫемйинче Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ. Николай Моисеевич Макеев ашшĕ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вӗрентнӗ, амӑшӗ Зинаида Федоровна почта уйрӑмӗнче ӗҫленӗ.
Пишпÿлек шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗр Куйбышев хулине вӗренме кайнӑ, анчах часах вӑл пурнăçра урӑх сукмак суйласа илнине ӑнланса илнӗ. Тепӗр ҫултан вӗренме пӑрахса килне таврӑнма тивнĕ. Паллах, килте ларма пултарайман вӑл, ашшӗ канаш панипе ĕç пирки культура пайне кайнӑ.
— Вӑл манра пултарулӑх пуррине туйнӑ пулмалла. Музыкӑпа юрра юратни шӑпах унран килнӗ пулӗ тетӗп, вӑл баянпа, гитарăпа выляма питӗ лайӑх пĕлнĕ вӗт, - каласа парать Людмила Николаевна. - Атте питӗ лайӑх юрлатчĕ, ташлатчĕ. Аслӑ ӑру ҫыннисем вӑл вӑхӑтра художествӑлла пултарулӑх смотрӗнче 1-мӗш шкул кĕрлесе тăнине те астӑваҫҫӗ пулӗ. Атте мана яланах хӑйпе пӗрле репетицисемпе концертсене илсе каятчӗ. Ку таранччен куҫ умӗнче унăн "Сакӑр хӗр, пӗр эпӗ" ташши тӑрать.
Ҫапла шӑпа Людмилӑна Йăлпăлака илсе пынӑ, унта вӑл ялти Культура çурчӗн директорӗ пулса тӑнӑ. Кунта Геннадий Владимирович Гавриловпа паллашнă та качча тухнă. Мӑшӑр 39 ҫул пӗрле, икӗ маттур ывӑл ҫитӗнтернӗ.
— Ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн эпӗ клубра ӗҫлеме пӑрахрӑм, юлашки 32 ҫулта манӑн ӗҫ ҫулӗ 58-мĕш АЗСра тӑсӑлчӗ, - аса илет Людмила. — Малтан операторта, унтан аслӑ операторта ӗҫлерĕм, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен АЗС управляющийӗнче ӗҫлерĕм.
Ҫак илемлӗ хӗрарӑм ҫине пӑхсан чӗлхе вăл пенсионер тесе калама ҫаврӑнмасть, унӑн ҫулне кура кӗлетки илемлĕ, вăл нумай уçă сывлашра ҫӳреме юратать, ҫулçÿревсене кăмăллать.
— Килте, пӗр вырӑнта ларма юратмастӑп. Эпĕ Мускавпа Сочире, Крымра, Абхазире, Турцире, Египетра пултăм ĕнтĕ. Нумаях пулмасть "Башкирское долголетие.Туризм" проект шайӗнче Уфара пӗр кунлăх турта пултăм. Пенсионерсемшӗн ҫавӑн пек программӑсем пурри аван-ха, республика ертӳçисене ҫакӑн пек тӑрӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав. Ҫак проект шайӗнче Беларусире те пулса курма ӗмӗтленетӗп.
Тата Людмила Николаевна Йăлпăлак клубӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑхне, общество ӗҫне хутшӑнать. Ялти пĕр субботник та, пӗр мероприяти те вӑл хутшӑнмасӑр иртмест. Ҫитменнине тата вӑл ялта пур усӑллӑ ӗҫсен пуҫаруçипе йĕркелекенӗ те пулса тӑрать.
"Çуркунне" ансамбльте Людмила Николаевна пекех чарсӑр та пултаруллӑ хӗрарӑмсем пухӑннӑ.
— Пирӗн коллектив ҫамрӑк, анчах пирĕн чылай конкурссенчен сахал мар дипломсем пур. Нумаях пулмасть эпир хамӑр район чысне аслӑ ҫулти ҫынсем валли "Эпӗ сана юрататӑп, пурнăç!" конкурсра Салаватра хутĕлерĕмĕр. Пире яланах кӳршӗри ялсене мероприятисене чӗнеҫҫӗ. Эпӗ вокал ансамблӗн кашни ҫыннине тав тӑватӑп. Чи малтан пирӗн ылтӑн сасӑсене — Зинаида Васильевна Ивановапа Ирина Авельевна Константинована. Вӗсем пирӗн пӗтӗм пуҫарӑва хутшăнаççĕ, пирӗн ялта культура вучахӗ ҫук пулсан та, хамӑр вӑйпа халӑх валли праҫниксенче концертсем йӗркелетпӗр. Уйрӑмах 74 ҫулти Зинаида Васильевна ҫинчен калас килет, унсӑрӑн ансамбльте ун пек янӑрав пулман пулӗччӗ. Пӗр специалист пире: вӑл чӗрепе те ӑспа юрлать, ҫавӑнпа унӑн нимӗнпе те танлаштарма ҫук тембр пур, терӗ. Римма Семеновна Петрова кӳршӗри Пчельник ялĕнчен репетицие кирек мӗнле ҫанталӑкра та килет. Татьяна Ивановна Шарипова праҫниксене йӗркелес тата хатӗрленес енӗпе пур ыйтусене те хӑй ҫине илет. Ирина Валентиновна Юлдашева юрланисӗр пуҫне конкурссене яланах хӑйӗн ӗҫӗсене тӑратать. Людмила Николаевна Петрова нумай пулмасть пирӗн коллектива хутшӑнчӗ, вӑл кашни сӑмахшӑн пӗтӗм чун-чӗререн пăшăрханать. Тамара Васильевна Федорова, ӗҫлӗ пулин те, пӗр репетицине те сиктермессе тӑрӑшать. Зоя Владимировна Данилова коллектив пурнӑҫне яланах хастар хутшӑнать. Ирина Васильевна Васильева — пирӗн коллектива хавхалантаракан тата организацилекен ҫын. Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхне Александр Семенова, пире яланах пулӑшнăшăн пысӑк тав. Пирӗн ӗҫе ҫамрӑк ҫынсене те хутшӑнтарас килет. Аслӑ ҫулти çынсене калатӑп: килте ан ларӑр, ҫап-ҫутӑ пурӑнӑр, хускану вӑл - пурнӑҫ.
— Людмила тӗллевлӗ, ҫирӗп, йӗркеллӗ, ырӑ кăмăллă, питӗ яваплӑ, чун-чӗреллӗ ҫын, - тет коллектива
хутшӑнакан Татьяна Шарипова. — Сывлӑх мӗнле, ҫемьери ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен яланах ыйтса пӗлет. Пӗрре чӗнсенех пулӑшма хатӗр, яланах таҫта туртӑнать, ӗмӗрхи двигателе аса илтерет.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Людмила Гаврилован архивӗнчен.