Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
15 Сентябрӗн 2023, 11:30

Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ

Тӗлпулу икĕ сехете яхӑн пынă пулин те, пӗр сывламасӑр иртнӗ.

Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ

Ăхпуçĕнчи библиотекӑра Раҫҫей, Пушкӑртстан тата Чӑваш ен писателӗсен Союзӗн членӗпе Дина Гаврилова писательницӑпа творчествӑлла тӗлпулу иртнӗ.
Мероприяти хӑнисем ҫавӑн пекех поэт, писатель, Пӗтӗм тӗнчери писатель Союзӗсен пӗрлӗхӗн членӗ, Чӑваш Республикин писателĕсен Союзӗн членӗ, "Тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ", "ПР Тава тивӗҫлӗ юрисчĕ", Чӑваш Енри искусствӑсен Наци академийӗн академикӗ, "Шуратăл" литература пӗрлешӗвӗн членӗ, запасри подполковник Р.М. Павлов-Илькелри; поэтесса тата куҫаруҫӑ, Чӑваш Ен писателӗсен Союзӗн членӗ Лидия Шурçăл; хӑйне евӗрлӗ поэт, "Шуратăл" литература пӗрлешӗвӗн членӗ А.М. Егоров тата Ф.Н. Вуколов-Эрликăн общество музейӗн заведующийӗ М.А.Николаева пулнă. Мероприятине хутшӑнакансем авторсен илемлӗ сӑввисемпе киленме пултарнӑ.
Дина Гаврилова куракансене хӑйӗн чаплӑ кӗнекисен сыпӑкӗсене пӑхма тата итлеме май панӑ.
Тӗлпулу икĕ сехете яхӑн пынă пулин те, пӗр сывламасӑр иртнӗ.
Ҫакӑн пек пултаруллӑ ентешсемпе тӗл пулма кӑмӑллӑ.
Уявӑн музыка илемне Приютовăри "Пилеш" вокал ушкăнĕ тата вырӑнти ăстаçăсем Л. Еремеевапа В. Леонтьева тухса калани пулса тӑнă.
Тӗлпулӑва Хушăлкари, Михайловкăри тата Сухоречкăри библиотекарьсем те килнĕ.
Ҫыравҫӑпа кӑмӑл тӑвакансем пурте паллашма пултарнӑ. Тĕлпулу пӗрлехи сӑнӳкерчӗк ÿкнипе вӗҫленнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club147798411

 

 

 

Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Дина Гаврилова писательницăпа тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: