Пилӗк ҫул каялла Уфара пурăнакан Руфия Ханова пӗрремӗш хут амӑшӗ пулса тӑнӑ та лавккасенче пушкӑртла калаҫакан ҫемҫе теттесем ҫуккине асӑрханӑ.
Хӗрне тӑван чӗлхене юраттарас кӑмӑл ҫав тери вӑйлӑ пулнипе ҫамрӑк амӑшӗ ун пек теттесем тума шут тытнӑ. Идейӑна Фанис упӑшки ырланă.
Паян Пушкӑртстанра тата ун тулашӗнче ҫӗршер ача , Руфиян ҫемҫе пуканисемпе пӗрле тӑван чӗлхепе пуплевсем вӗренеҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ.
- Хатӗр теттесем туянатӑп, батарейӑсене ҫума тата улӑштарма ҫиҫӗм ҫӗлетӗп. Кӗпесем хатӗрлекен ҫӗвӗҫе тупрӑм, хам мини эрешсем тӑватӑп - наци стилӗпе илемлетĕп, ҫавӑнпа пирӗн теттесем питӗ капӑр. Упӑшка сӑмах - юмахпа музыкӑна ҫырма пулӑшать, - каласа парать Руфия.
Тӗлӗнмелле теттесемпе "Атя выляма" теттесен фестивалӗнче паллашма пулать.