Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Сентябрӗн 2023, 10:22

Радий Хабиров "Атя выляма" фестиваль ҫулленех пуласси ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, фестиваль ӑнӑҫлӑ пулнӑ – ӑна республикӑра пурӑнакан 250 пин ытла ҫын тата хӑнасем пырса курнӑ.

– Пирӗн Уфана 140 ытла Раҫҫейри тетте тăвакансем килнĕ. Тăватă кун вӗсем пирӗн ачасене йышӑннă, интерактивлӑ площадкӑсем тунă, спектакльсем кӑтартнă. "Союзмультфильм", сӑмахран, хӗрачасемпе арçын ачасене персонажсем ӳкерме, анимацилеме вӗрентнӗ. Республика начар куракансен библиотеки вара суккӑрсемшӗн тунӑ япаласене презентациленĕ. Кӑшӑллӑ шахмат, тумтир ҫинчи ятарлӑ ҫӗвӗллӗ пуканесем, - палӑртнă Радий Хабиров.

Пушкӑрт ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, фестиваль тӑватӑ кун ачасене чи ҫутӑ, чи асамлă туйӑмсемпе кăмăл-туйăм парнеленӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-09-17/radiy-habirov-podvel-itogi-festivalya-ayda-igrat-3441817

Радий Хабиров "Атя выляма" фестиваль ҫулленех пуласси ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров "Атя выляма" фестиваль ҫулленех пуласси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: