Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Сентябрӗн 2023, 12:06

Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр

Тепӗр тур - ҫурма финалистсен ӗҫне хӳтӗлесси 2023 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче пулать. 

Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр
Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр

Пишпÿлекри Культура керменӗнчи "Булавка" модӑн кӑтартуллӑ студийӗн ертӳҫи Ирина Аглеева "Таҡыя" ача-пӑча наци костюмӗн ӑстисен Тӗнчери I конкурсӗнче çурма финалист пулса тӑнӑ. Конкурса 60 ытла конкурсант, талантлӑ ӑстаҫӑсем, костюмерсем, дизайнерсем, тумтир ҫӗлекен ательесем, Пушкӑрт Республикинчи, Раҫҫей регионӗсенчен, Саха (Якути), Оренбург тата Курган облаҫӗсенчи шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсемпе учрежденийӗсем хастар хутшӑннă; Каракалпакстан, Кыргызстан, Узбекистан тата Беларуç туслӑ ҫӗршывсенчен те пур. Тепӗр тур - ҫурма финалистсен ӗҫне хӳтӗлесси 2023 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче пулать. Ирина Ириковнӑна ӑнӑҫу сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр
Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: