#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 28-мӗшӗнче Расул Гамзатов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ Кремль керменӗнче уяв концертӗнче тухса каланă.
"Паян кунта, ҫак залра, пирӗн халӑх поэчӗн Расул Гамзатовӑн витӗмлӗ, ӑслӑ йӗркисем янӑрӗҫ. Авалхи авар халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, Дагестан чунӗ, тата пӗтӗм Раççей чунӗ, вӑл хамăр çĕршыври культура ҫӑлтӑрӗ пулса юлнӑ та ӗнтӗ", - тенӗ вӑл.
Путин поэт литературӑна пултарулӑх, ҫутта кӑларакан тата гражданла тӳпе хывнине палӑртнă, унӑн еткерне "пурнӑҫ учебникӗ" тесе ят панă.
"Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Гамзатов ҫуралнӑранпа шӑпах 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак чӑн-чӑн аслӑ ҫынпа тӗл пулнӑшӑн, унӑн илемлӗ, сӗтеклӗ, чӑн-чӑн халӑх сӑмахне итлеме, унӑн шухӑшӗсен тарӑнӑшӗпе тата филигранлӑ, пурнӑҫа юратакан юморӗпе савӑнма май килнӗшӗн шӑпана тав тӑватӑп", - палӑртнă Президент.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Алексей Никольский.
https://iz.ru/1581279/2023-09-28/putin-vystupil-na-kontcerte-v-chest-100-letiia-so-dnia-rozhdeniia-rasula-gamzatova