Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Октябрӗн 2023, 12:54

"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче те тивӗҫлӗ, ӑслӑ, хисеплӗ, ҫулсем иртнӗ пулин те ҫирӗп те чӑтӑмлӑ ҫынсене халалланӑ кану каҫӗ иртнӗ.

"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ
"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ

Аслӑ ӑру ҫыннисен уявӗ октябрӗн 1-мӗшне тивни тарӑн пӗлтерӗшлӗ, пенси ҫулӗ — пирӗн пурнӑҫӑн "ылтӑн кӗркунни".

Ватӑ ҫынсен кунне халалланӑ уява уявласси ырӑ йӑла пулса тӑнă. Акӑ, Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче те тивӗҫлӗ, ӑслӑ, хисеплӗ, ҫулсем иртнӗ пулин те ҫирӗп те чӑтӑмлӑ ҫынсене халалланӑ кану каҫӗ иртнӗ.

Ватӑ ҫыннӑн кунӗ — таса та ҫутӑ уяв, пирӗн атте-аннесен, асаннесен, асаттесен, кукаçейсен, кукамайсен уявӗ. Ҫак уяв обществӑна ҫеҫ мар, тӑвансене те хӑйпе юнашар ҫынсем пурӑнни ҫинчен аса илтерет. Ҫак кун уяв концерчӗ ветерансене чун-чӗререн канма, пĕр-пĕринпе калаçма, пӗчченлӗхе ҫӗнтерме май панă.

Пухӑннисем умӗнче Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов, вӗренӳ пайӗн профсоюз организацийӗн председателӗ, Пишпÿлек ял совечӗн депутачӗ Роман Владимирович Тиманкин, ял старости Галина Владимировна Скоробогатова тухса салам сăмахĕ каланă. Хӑйсен юррисемпе куракансене "Берегиня" вокал ушкӑнӗ тата "Тӑванлӑх" чӑваш халӑх фольклор коллективӗ савӑнтарнă.  Уяв хӑнисем пурте конкурссемпе вӑйӑсене хастар хутшӑннă.

Киров ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗҫлекенсем те хӑйсен пенсионерӗсемпе ӗҫченӗсене чунтан хисеплесе саламланă. Кооператив председателӗ Александр Маркелович Тихонов вӗсене кашнин вали (вӗсем 66 ҫын), чуна ӑшӑтакан ӑшӑ сӑмахсем тупнӑ. Тивӗҫлӗ ӗҫ пурнӑҫне пурӑнса ирттернӗ ҫынсене нумай япала кирлӗ мар, чи кирли — тимлӗх, тӑрӑшулăх.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sedyakbashsdk2023

 

"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ
"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ
"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ
"Пӗтӗм чунтан" кану каҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: