Октябрь пуҫламӑшӗнче Ваттисен кунне халалланӑ уява уявласси ырӑ йӑла пулса тӑнă. Ҫак куна тивӗҫлӗ, ӑслӑ, хисеплӗ, ҫулĕсем нумай пулсан та ҫирӗп, чӑтӑмлӑ, пысӑк саспаллиллӗ ҫынсене халалланӑ.
Ватӑ ҫынсен кунӗ — таса та ҫутӑ уяв, пирӗн атте-аннесен, асаннесен, асаттесен, кукаçейсен, кукамайсен уявӗ. Ҫак уяв обществӑна ҫеҫ мар, тӑвансене те хӑйпе юнашар ҫынсем пурӑнни ҫинчен аса илтерет.
Çав куна халалласа Кистенлĕри Культура çурчĕн художество пултарулӑхне хутшӑнакансем "Пурнăçăн ылтӑн кӗркунни" уяв парнеленĕ, юрӑсемпе, сӑвӑсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнă. Уяв малалла чей ӗҫнипе тăсăлнă, ун вӑхӑтӗнче ҫынсем кӑмӑллӑн калаҫнă, хӑйсен ҫамрӑк ҫулӗсене аса илнĕ, юратнӑ юррисене юрланă. Тыл ӗҫченӗсене килĕсене кайса саламланă.
# 1октября
#Активноедолголетие
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.