Чечексем - ҫӗрӗн чӗрӗ илемӗ, вӗсем яланах ҫынпа юнашар пулнӑ. Ҫынсем авалтанпах чечексем ӗрчетнĕ. Чечексем пирĕн ӗмӗр тӑршшӗпех юнашар пыраҫҫӗ: ҫуралнӑ чухне тӗл пулаҫҫӗ, ватлӑхра йӑпатаҫҫӗ, туйра, çуралнă кун, уявсенче савӑнтараҫҫӗ. Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче "Чечек – ҫутҫанталӑк савӑнӑҫӗ" текен чечексен куравне йӗркеленӗ.
Чечек этикечӗ ҫинчен калаҫу интереслӗ те ӑнлануллӑ иртнӗ: кама парнелемелле, мӗнле парнелемелле, хӑшне-пӗрне чечек ҫыххи мӗнле тупмалла.
Ҫакӑн пек курав ирттерни пухӑннисене черетлӗ хут чечексен илемӗпе пуянлӑхне, паллах, хамӑр таврари тӗнчене уҫма май панă. Чечек куравӗ хӑнасемшӗн пуриншӗн те ырлӑх, илемлӗх тата ырӑ кӑмӑл ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчĕн социаллă сетьри страницинчен.