0 °С
Пӗлӗтлӗ
Юрланă, юрра хутшăннă, ташланă, тăхтавсенче вара пылак апатсемпе чей ӗҫнĕ. Ку Пишпÿлекри Культура керменӗнчи караоке-каç ҫинчен кӗскен каласан. Унта хутшӑнакансем икӗ интереслӗ баттл иртнĕ: вырӑс халӑх юррисемпе совет саманинчи юрӑсем. Ачасем те, ҫитӗннисем те хӗрӳллӗ ӑмӑртнă. Жюри пĕтĕмлетÿсене тунă вăхăтра хутшӑнакансем 80-мĕш ҫулсенчи юрӑсемпе "чӗрӗ" дискотека йӗркеленӗ. Вӑхӑт сисӗнмесӗр те савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче унта хутшӑнакансем пурте призсем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.