Пишпÿлекри "Журавушка" ача садĕнче кӗркуннене халалланӑ йӑлана кӗнӗ уяв мероприятийӗсем иртнĕ. Ачасемшӗн ҫакӑ асра юлакан, савӑнӑҫлӑ та ҫутӑ уяв, вӑл вӗсене кӗркунне ҫинчен ҫулталӑк вӑхӑчӗпе паллашнӑ пек ҫирӗплетме пулӑшать. Кӗркуннене "салхуллӑ вӑхӑт" теҫҫӗ пулин те, йывӑҫ ҫинчен ӳкнӗ тӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсене ачасем пуринчен ытла савӑнаҫҫӗ. Ачасем кӗрхи уява чӑтӑмсӑр кӗтни ахаль пулман, вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ вӗт. Савӑнӑҫлӑ разминка хыҫҫӑн ачасем "Кӳлленчӗксем", "Пахчаран пахча-ҫимӗҫ илсе кил" эстафетӑсенче тупӑшнă. Пуринчен ытла ачасене вӑйӑсем килӗшнĕ, вĕсенче пултарулӑхӗпе тавҫӑрулӑхӗ палӑрнă. Йӑпану иртиччен чылай малтан хатӗрленнӗ: ачасемпе "Кӗркунне" темӑпа калаҫу ирттернӗ. Йӑпанупа темиҫе педагогика задачине татса пама тӗллев лартнӑ: ачасен пултарулӑхне аталантарасси, ӑна юратма тата ҫутҫанталӑка сыхлама вӗрентесси, ҫавӑн пекех вӗсен паллисемпе тĕсĕсене астуса юласси.
Пӗтӗм праҫник тӑршшӗпе кӑмӑл-туйӑм лайӑх пулнă, ачасем пурте кӑмӑллӑ юлнă. Ача-пӑча праҫникӗсем — кулӑпа савӑнӑҫ тинӗсӗ, тӗлӗнмелле япаласем, асамлӑ сӑрӑсем, ачасен янӑравлӑ кулли.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710